Трубина Мархви (паспортра Трубина Марфа Дмитревна) — чӑваш ҫыравҫи. 1888 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗнче хальхи Куславкка районне кӗрекен Куснар ялӗнче ҫуралнӑ. 1956 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.
РСФСР тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентӳҫи. Ӑна Ленин орденӗпе чысланӑ.
1934 ҫултанпа СССР ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ.
1903 ҫулта ял шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл Чӗмпӗр чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ. Кунта вӑл хӑйӗн литература ӗҫне пуҫланӑ та.
Трубина Махви ытларах ачасем валли ҫырнӑ.
Трубина Мархви чӑвашран тухнӑ малтанхи хӗрарӑм-ҫыравҫӑсенчен пӗри. Вӑл нумай повесть, калав, юмах, пьеса ҫырса хӑварнӑ, вӗсенчен паллӑрахисем — «Мучар», «Хӳтӗ вырӑнта», «Асӑнмалӑх, савӑнмалӑх» повеҫсем.
Пуҫламӑш тапхӑрта Трубина Мархви поэзире те хастар ӗҫленӗ, XX ӗмӗрӗн ҫулӗсенче чылай сӑвӑ-юрӑ пичетленӗ. Тӗрӗсрех каласан, литература ӗҫне вӑл Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ чухнех тытӑннӑ. Уйрӑмах ӑна ку ӗҫре Алексей Кольцов поэзийӗ хавхалантарнӑ. Унӑн ку вӑхӑтра ҫырнисенчен сахалӑшӗ упранса юлнӑ. Вырӑсла ҫырнӑ икӗ сӑвви 1917 ҫулта «Чебоксарская правда» хаҫатра пичетленнӗ. Трупина Мархви чӑваш халӑх юррисене якатса ҫырнӑ. фольклор материалӗ чылай пухнӑ. Шкул ачисемпе пӗрле алҫыру журналӗ кӑларса тӑнӑ.